2013-04-10

Турккăлла вĕренетĕп 2013-04-09


Ырă кун пултăр!

Эпĕ пĕр-ик занятий хыççăн блогпост çырмарăм. Темскер вăхăт çукччĕ. Çакăн пек, датăллă блогпост çырма йывăр. Кайран "ирĕклĕн" çырам, мĕн урокра вĕреннĕ çинчен мар, темалла...

Паян эпир кĕнекемĕрĕн пиллĕкмĕш пайĕпе пуçларăмăр. Темасем: çула, мĕнле каяссине каласа кăтартни, вăхăт мĕнçулне ыйтнипе хуравлани.

Çула кăтартасси


Ку сăмах-пуплев вĕрентĕмĕр:


турккăллаçула кăтартасси
özür dilerimкаçарăр тархасшăн
müzeye nasıl gidilir?музейе мĕнле каймалла?
iki metre sonra sola sap200 метртан сулахаялла пăр
sağa sapınızсылтăмалла пăрăр
dümdüz yürüyünüzтӳре çӳрĕр
sezinle geliyorumсирĕнпе килетĕп
sonra daун хыççăн та

Мĕнçул сехет? Мĕнçул сехетре?

Турккăсен "сехет" сăмахĕ saat пулса тăчĕ. Вĕсем ăна малалла лартаççĕ:
турккăллачăвашла
saat kaç?мĕнçул сехет?
saat kaçta?мĕнçул сехетре?
saat altıdaултă сехетре (улттăра)
müze saat kaçta kapınıyorмузей мĕнçул сехетре хупăнать?
sabah üçteирхи виççĕре
akşam beşteкаçхи пиллĕкре
gece onbirdeçĕрлехи вунпĕр сехетре

Урăх сăмахсем 

Яланхи пекех урокра нумай çĕнĕ сăмах вĕрентĕмĕр:

турккăллачăвашла
aferinматтур
fotoğraf çek(mek)"фотографи турт": ӳкер, фотографиле
fotoğraf çekibilir miyiz?фотографилеетпĕр-и? Ӳкерме юрать-и?
fotoğraf çekmek yasaktırФотографилеме чарнă (юрамасть)
biletçiбилетçĕ (кассир)
giriş biletiкĕмелли билет
emekliпенсионер
öğrenciстудент (вĕренçĕ, вĕренекен)
fiyatхакĕ
buyurunакă тархасшăн (илĕр)
yeniçĕнĕ
eskiкивĕ
mutluсавăнăçлă, хаваслă